Килĕшĕве татнă

Чăваш Ен тĕп хулинчи «Садовый» микрорайонти шкула хута яма çĕнĕ подрядчик шыраççĕ. Шупашкар хула администрацийĕ «Медведевская ПМК» пĕрлешӳпе килĕшеве татать. Сăлтавĕ – объектра çынсем сахал ĕçлени, ĕç хăвăртлăхĕ çукки. Хальхи вăхăтра объектра шалти ĕçсем пыраççĕ. Шкул тавралăхне хăтлăх кĕртме муниципаллă пĕрлешӳсене явăçтарасшăн. Вĕсен опычĕ те пысăк, çыннисем те пур. Шкул картишĕнче стадион тумалла, çул, тротуар сармалла – ĕç нумай. Сăмахран, «Зеленстрой» пĕрлешӳ илем кĕртет, «Дорэкс» пĕрлешӳ çул сарать. Объекта патшалăх подрядчикĕ туса пĕтерĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ пĕлӳ çуртне кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута ярасси. Унччен объектра 150-170 çын ĕçленĕ. Пĕлӳ кунĕнче шкула уçас тесен кунта сахалтан 300-400 çын тăрăшмалла. Чăваш Республикинчи строительство министерстви шкула вăхăтра яма пĕтĕм вăя хурасса палăртать.
Back to Top