«Çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăри кашни концесси килĕшĕвне тишкермелле. Патшалăх пурлăхĕнчи объекта тара илекенĕн ăна, чăннипех, укçа хывмалла, çĕнетмелле. Çакна пурнăçламаççĕ пулсан ку концесси мар», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен иртекен ларура. Патшалăх аллинчи çĕрсене, предприятисене тата ытти пурлăха уйрăм çынсене вăхăтлăха усă курма панине концесси теççĕ. Усă курасси, мул тăвасси кунта тĕп тĕллев пулмалла мар, паллах. Анчах та пурлăха тара илекенсем хăйсен ĕçне шăпах çапла ăнланаççĕ пулмалла. ВЛАДИМИР ДЕНИСОВ: «Пирĕн тăватă концесси килĕшĕвĕ пурнăçланать. Шăмăршă салине шыв, ăшă тивĕçтерессипе тата шыв кăларса ярассипе тимлеç