Театра халалланă пурнăç

Сцена çинчи пурнăçа вăл Джульетта сăнарĕнчен пуçланă. Чăваш халăхĕшĕн вара вăл чи малтанах «Нарспипе» асра. РСФСР халăх артистки Нина Григорьева 85 çул тултарчĕ. К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăл 62-мĕш сезон вылять. Сумлă çавраçула халалласа тăван культура учрежденинче пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Back to Top