Шкулсем вĕренӳ çулне хатĕр-и?

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен 3 эрне юлчĕ. Кăçал Чăваш Енре 145 пин ача парта хушшине лармалла. Ятарлă комисси кунсерен шкулсене йышăнассипе ĕçлет. Пурĕ 883 пĕлӳ çурчĕн алăкĕсем уçăлмалла. Кунта шкулсем те, хушма пĕлӳ паракан учрежденисем те, садиксем те кĕреççĕ. Хальлĕхе 209 вĕрентӳ учрежденийĕ кăна тĕрĕслев тухнă.
Back to Top