«Ырă ĕç тума васкар!» Çак сăмахсемпе паян Чăваш Енре «Ачалăхшăн ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Çулсеренех унта пухнă укçа-тенкĕне республикăри йывăр шăпаллă ачасен пурнăçне лайăхлатас, ыр кăмăллăх проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе усă кураççĕ. Пин-пин çынна пĕрлештерекен марафона Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» технопаркра уçрĕç. «Пĕр çын сурать – типсе ларать, халăх сурать – кÿлĕ пулать», – текен каларăш вăхăт иртнĕçемĕн те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Кăна «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ те çирĕплетме пулатарать. Вăл пулăшнипе пĕрлехи вăйпа тунă пархатарлă ĕçсене шутласа п