ФАРИДА: “Пирĕштисем телей валеçнĕ чух.“ Музыка Фарида Файзуллина, слова В.Шихранов

Когда ангелы раздают счастье-будьте дома... Çуркуннепе кăштах тăм ÿкнĕ чух Вăхăтсăрах ан шантăрччĕ çеçке Сăпка юрри хуллен шăраннă чух Йăл кулăпа çеç çывăртăр пепке. Çут тĕнчене килсе кун курнă чух Сăваплăхпа çеç тултăрччĕ чĕре Пирĕштисем телей валеçнĕ чух Килте пулма тÿр килтĕрччĕ пире. Уйăхпала хĕвел тĕл пулнă чух Асамлă ир çеç пултăрччĕ куллен Юратупа чунсем киленнĕ чух Телей тени ан кайтăрччĕ килтен. Хуркайăксем тÿпе тĕрленĕ чух Тунсăхпала ан тултăрччĕ чĕре Авăтакан куккук шăпланнă чух Килтех пулма тÿр килтĕрччĕ пире.
Back to Top