Пушар мар, вĕрентӳ çеç

Хулана янраттарса пушар сӳнтерекен машина васкать. Пĕрре çеç мар - вуннă ытла. Халăха пăлхатать ку паллах. Анчах хăраса ӳкме сăлтав çук. Çулăмпа кĕрешекенсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртекен вĕрентĕве васкаççĕ. Уяв умĕн халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнта çăлав йĕркине çирĕплетме тĕллев тытнă вĕсем.
Back to Top