Кĕмĕл ӳсĕмрисем те сыхлăх эмелĕшĕн

Кăшăллă вирус куллен вăй илсе пырать. Çакна май сыхлăх эмелне шала яртарас текенсен шучĕ те ӳсет. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вакцинаци – чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел. Чир-чĕр вара ытларах чухне аслă ăрури çынсем патне çулăхать. Хăйсен тата çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн яваплăха туйса кĕмĕл ӳсĕмрисем те вакцинаци тăвас шухăша ырлаççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Канаш районĕнчи сыватмăшра аслă ăрури çынсемпе хутшăнчĕ. Аслă ăрури çынсен сывлăхĕ черчен. Çакна май кăшăллă вирус çеç мар, ытти чирсем те вĕсен çумне çулăхаççĕ. Шала кайнă чирсем вара кăшăллă вируспа пĕрле организмра вăй илсен кĕмĕл ӳсĕмрисен сывлăхне тата та пысăк сиен кӳрет палăртаççĕ тухтăрсем. Сыватмăша килекенсем те çакна ăнланаççĕ. Ангелина Иванова яваплăха туйса ревакцинаци тума килнĕ. АНГЕЛИНА ИВАНОВА: «Эпир ватă çынсем чирлесрен хăратпăр. Çавăнпа вакцинаци тăвас тесе шутларăм. Пĕрремĕш укола эпĕ 16-мĕш февральте тунă, иккĕмешне – 9-мĕш мартра, виççĕмĕшне – 23-мĕш октябрьте. Халь виçĕ эрнерен тăваттăмĕш укол пулать». Сыхлăх эмелне яриччен тухтăр
Back to Top