Тĕрлĕ енлĕ сиплеççĕ

Юлашки пилĕк çулта Раççейре аутизмпа чирлекенсен йышĕ икĕ хут çурă ӳснĕ. Унпа аптăракан ачасем ытти çынпа йывăр хутшăнаççĕ, тĕрлĕ хускану япăх пурнăçлаççĕ. Кăмăл-туйăма туллин палăртаймаççĕ. Вĕсене ятарлă психологсем, специалистсем сиплеççĕ. Республикăри ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен центрта кулленех тухтăрсем, психологсем аутизмпа чирлекенсемпе тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлаççĕ. ТАТЬЯНА ПЛЕШКОВА: «Пирĕн патра, вырăсла каласан, поведенческая терапия мел усă курăнать. Вăл ачасене хăйсене тытма вĕрентет. Тĕрлĕрен карторчкăсемпе усă куратпăр унта». Çак мелпе усă курса центрта ĕçлекенсем ачасен шухăш-кăмăлне сăнаççĕ. Вĕсен тĕп йывăрл&
Back to Top