Лайăх хатĕрленӳ

«Ачасем – пирĕн пуласлăх». «Донбасс ачисем» федераци проекчĕ çĕршыври спорт министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Иртнĕ çул Донецк Халăх Республикинчи 500 ача Ярославль, Калуга, Мускав, Пенза, Тула, Свердловск облаçĕсенче, Дагестан тата Çурçĕр Осети-Алани республикисенче ăмăртусене хатĕрленнĕ. Кăçал çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен те Донбасс ачисене йышăнчĕ. Вĕсемпе тăван тăрăха каялла таврăниччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче тĕл пулчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тата самбо ăстисем икĕ эрне Чăваш Енре пулчĕç. 14-17 çулти 44 спортсменпа 4 тренер Шупашкарти спорт шкулĕсенче ăсталăха туптарĕç. Вĕсем çĕртме уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Кстов хулинче иртекен тупăшусене хатĕрленеççĕ. Чăваш Енре çынсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе нумай тăрăшаççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ. Вĕсенче спортсменсене хатĕрленме май пур. Çакна Донецк Халăх Республикинчи ирĕкле майпа кĕрешекенсен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Александр Будюк та палăртрĕ. «Пирĕн кунашкал хатĕрсем çук. Ку енчен эпир сире ăмсанатпăр та. Кунта эпир чăваш спортсменĕсемпе паллашса тупăшăва хатĕрлентĕмĕр. Чăваш Ен нумайлăха асра юлĕ», – терĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пек кĕрешӳ залĕсем çĕршыв Президенчĕ пуçарнипе кĕçех Раççейĕн çĕнĕ территорийĕсенче те пулассине каларĕ. Унччен вара Донбасс ачисем Чăваш Енре хатĕрленме пултараççĕ. Сăмах май, çывăх вăхăтра, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче, тата тепĕр ушкăн Шупашкара килĕ. Чӳк уйăхĕнче тата ик эрне спортсменсем хатĕрленĕç. Пĕтĕмпе кăçал Донецк Халăх Республикинчи 150 ача Чăваш Енре ăсталăха туптамалла. Ку енпе çитес çул та ĕçлеме палăртаççĕ
Back to Top