Ырă ĕçе чун ыйтнипе тăваççĕ. Çынсене усăллă пулма тăрăшаççĕ вĕсем. Сăмах, усламçăсем пирки пырать. Тупăш туса илессипе пĕрлех предпринимательсем тĕрлĕ проект пурнăçлаççĕ. Маттур та пуçаруллисене «Чи лайăх социаллă проект» конкурсра чысларĕç.
Социаллă проектпа ĕçлекен предпринимательсене Чăваш Енре пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен йышĕ республикăра халĕ 55-е çитнĕ. 2020-мĕш çулта вара пĕр усламçă кăна пулнă. 29 социаллă предпринимателе проектсене пурнăçлама грантпа тивĕçтернĕ. Илнĕ нухратпа вĕсем хатĕр-хĕтĕр, техника туянаççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ.
СЕРГЕЙ АНТОНОВ: «Пирĕн проект ĕнтĕ в