Тӗп хулари библиотекӑсен пӗрлешӗвӗ Ҫӗнӗ Ҫул умӗн кӑсӑклӑ вӑйӑ пуҫарнӑ

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарни кунран кун ытларах сисӗнет. Урамсенче ҫуртсем, йывӑҫсем тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ялкӑшма пуҫларӗҫ, капӑр чӑрӑш хӑй тавра илӗртет, шкулсемпе ача сачӗсене вара Хӗл Мучи хӑнана ҫитме васкать. Шур сухаллӑ асамҫӑпа тӗл пулас тесе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Валентина Чаплина ячӗллӗ библиотекӑна ҫул тытрӗ.
Back to Top