Паян республикӑра чӑваш ятне космоса ҫити ҫӗкленӗ мутавлӑ ентешӗмӗре аса илеҫҫӗ

Совет Союзӗн 2 хут Геройӗ, авиаци генерал-майорӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чӑваш кӑйкӑрӗ кун ҫути курнӑ Шуршӑлта та, Шупашкарта та ҫак куна анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӳнер музейӗнче, сӑмахран, пӗлтерӗшлӗ пулӑма “Вдох космоса“ ятлӑ курав уҫса кӗтсе илчӗҫ. 
Back to Top