Илемлӗ сӑва вулакансен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи паллӑ

Чӑвашла чуна пырса тивмелле сӑвӑ илемлӗ вулакансен, ҫав хушӑра хӑйсене чӑн-чӑн артистла тытса куракана тӗлӗнтерекенсен пултарулӑх тупӑшӑвӗ. “Хыпар“ издательство ҫурчӗн ҫемйинчи “Ҫамрӑксен хаҫачӗ“ пуҫарса янӑ “Поэзи баттлӗ“ ҫулран-ҫул ытларах та ытларах конкурсанта ӑмӑрту тӗпелне илӗртет. Кӑҫалхи тӗлпулу та ҫӳллӗ шайра иртрӗ. 
Back to Top