Чӑваш Енре потребкооперацин ҫӗршывсем хушшинчи форумӗ иртрӗ

Унта чикӗ леш енчи вуншар патшалӑхран тата Раҫҫейри 70 ытла регионтан хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Анлӑ программа влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансене, усламҫӑсене, обществӑлла организацисен хастарӗсене пӗрлештерчӗ. Ҫамрӑксем валли вара уйрӑм ӗҫ-пуҫ пулчӗ. Филармони залӗнче иртнӗ тӗп ларура суту-илӗве аталантарассипе ҫыхӑннӑ  ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Back to Top