Чемпионсене ҫитӗнтермелли шкул пулӗ

Пӗлтӗр пирӗн республикӑра наци кӗрешӗвӗ енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери пӗрремӗш вӑйӑсем иртнӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн регионта тӗрлӗ халӑх спорт тӗсӗсене аталантаракан центр уҫас шухӑш ҫуралнӑ. Тинех ҫак ӗмӗт пурнӑҫланчӗ. “Кӗрешӳ“ ят панӑ кермене уҫма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.
Back to Top