Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче Чăваш Енре тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Çут çанталăк министерстви тăрăшнипе республикăра «Симĕс Чăваш Ен» ача-пăча экологи фестивальне йĕркеленĕ. Çитĕнекен ăру валли унта ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç.
Ку чипер пуканене пăхсассăн куç илме те май çук. Илемлĕ, илĕртӳллĕ. Алла тытсан ярас та килмес. Теттене каяшран тунине ĕненес те килмест. Вĕр çĕнĕ курăнать вăл. Экологи фестивалĕнче ачасем тĕрлĕ япалапа паллашрĕç. Тытса курчĕç кăна мар? хăйсем те хутшăнчĕç. Кĕçĕннисем каяша уйăрчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, ӳсен-тăранпа паллашрĕç. Шкул ачисем пластик виткĕчĕсене тирпейлерĕç, механизациленĕ алăпа çӳп-çап уйăрчĕç, ăна завода çитерчĕç. Пухăннисене «Алиса пластик çĕршывĕнче» юмах кăтартрĕç. Спектакльте экологи ыйтăвĕсĕне çĕкленĕ. Çут çанталака упрасси тĕп вырăнта кунта. Фестиваль шайĕнче «Чи лайăх эколог-2023» республика конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Вĕсен йышĕнче Ольга Кузьмина та.
ОЛЬГА КУЗЬМИНА: «Çакăн пек конкурсенче хутшăнма мана питĕ хавас. Пĕрремĕш вырăн йышăнасса кĕтмен те. Халĕ ĕнтĕ хама питĕ пултаруллă, çут çанталăка хӳтĕлекен тесе шутлама пултаратăп».
Руда çине çумăр çусан пылчăк пухăнать. Шăпах вĕсене рекультивацилеме Ольга проект шутласа кăларнă. Ун сăмахĕпе ку мел çĕршывра та, тĕнчере те çук. Çут çанталăка юратма ачаранпах вĕрентмелле. Ку ĕç кашнинчен пуçланать.
1 view
327
77
9 months ago 00:03:43 1
CHRISTOFFER LUNDQUIST Album preview - Tiny Penelope/On Air/Through The Window
10 months ago 00:01:45 3
Тăван çĕршыв мĕнрен пуçланать?
1 year ago 00:01:41 4
Пуласлăх - пирĕн алăра
1 year ago 00:01:25 1
Хăвата çухатман паттăр
1 year ago 00:02:08 1
Çулăм ан алхастăр
1 year ago 00:02:34 1
Çутăпа тивĕçтерĕç
1 year ago 00:03:20 1
Кĕçех вырма пуçланмалла
2 years ago 00:06:01 1
«Ялта чи лайăххисем» 1500 çынна пухрĕ
2 years ago 00:01:40 1
Çут çанталăка упрамалла
2 years ago 00:02:37 1
«Кăкшăм», «Гагарин» микрорайонсенчи нумай хваттерлĕ çуртсене туса пĕтереççĕ