«Фермер шкулĕ» пуçланчĕ

«Фермерсен шкулĕ» кăçалхипе Раççейре 7-мĕш хут иртет. Чăваш Енре – 4-мĕш. Унта ăс пухакансен йышĕ 50 таран çитнĕ. Вĕсене Чăваш патшалăх аграри университетчĕн профессорĕсем лекци вуласа ăслăлăх тĕнчине путараççĕ, тĕрлĕ вăйлă аталанакан предприятисене илсе тухса услам вăрттăнлăхĕпе паллаштараççĕ. Пысăк йышăн – 30-шĕ тӳлевсĕр ăс пухаççĕ. Парта хушшине студентсемпе пĕрле пирĕн ĕçтеш Регина Кубайкина та ларчĕ. Харпăр хăй ĕçне уçакансем, килти хушма хуçалăхра тăрăшакансем, фермерсем. Кам кăна çук кунта. Ял хуçалăх хастарĕсем «Фермер шкулĕнче» хутшăнусене аталантарма, патшалăх çăмăллăхĕсем çинчен ытларах пĕлме пултараççĕ. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Фермерсен шкулĕ 4-мĕш хут ĕçлесе каять. Ку вăл, тĕрĕссипе каласан, фермерсен шучĕ çитмест пуль тесе. Кунта пулса тухрĕ 3 потокра 120 ытла çын хутшăннăччĕ. Вĕсенчен 87 çын вĕренсе пĕтернĕччĕ. Хальхинче заявкăсем тата нумайрах пулнă. Кун пек пысăк класс пулман хальччен – 50 çын. 3 направленипе вĕренеççĕ: сурăх ĕрчетес направлени, ял туризмĕ, çырла туса илес направлени». Сурăх ĕртечессипе ĕçлес кăмăллисене Раççей бюджетĕнчен те, республика хыснинчен те кăçал самай пулăшу кӳме палăртнă. Тутарстана, Чулхулана кайса ыттисем мĕнле ĕçлинине пĕлес кăмăл пысăк тет Олег Хлюкин. ОЛЕГ ХЛЮКИН: «Паянхи кун ĕнесемпе ĕçлетĕп. 160 пуç, 300 тонна ытла сĕт сдавать тăватпăр. Овцеводство çине шухăшсем килчĕç. Пĕлетĕп ĕнтĕ, çăмăл мар унта. 1000 пуç 5 çултан пулмалла. Ял халăх валли ĕç пулать». Людмила Данилова Сăр хĕрринчи 7 гектар çĕр тара тытса хурт-хăмăр тытасшăн. Унăн несĕлĕсем те ку енĕпе ĕçленĕ. Çăка вăрманĕнче пыл та тутлăрах, усăллăрах тет Людмила Данилова. ЛЮДМИЛА ДАНИЛОВА: «Пĕлтĕр грант выляса илтĕм 3 миллион. Кăçал пирĕн 50 вĕлле, 5-мĕш çулта 120 вĕлле пулмалла. Тăрăшсах ĕçлетпĕр. Пчеловодствăпа пĕрле агротуризм аталантарма шутсăр лайăх тесе шухăшлатăп». «Фермер шкулне» çӳрекенсен 2 уйăх вĕренмелле пулать. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен çак программăпа ăс пухакансем республикăри,регион тулашĕнчи хуçалăхсене тухса çӳреме пуçлаççĕ.
Back to Top