Ăслă вĕлле ăсталаса программăлаççĕ

Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем ăслă вĕлле ăсталаççĕ. Ăна ятарлă программăпа хута янă. Çапла майпа ку вĕллесене телефонри ятарлă хутлам урлă пăхса тăма май пулĕ. Çакнашкал вĕлле тума пуçарса яраканĕ – вырӑнти хурт-хӑмӑр ӑсти Денис Лобастов. Çак проектăн тĕп тĕллевĕ – ачасем пӗчӗкренех ялта ӗҫлесе илме май пуррине ӑнланччӑр тесе вӗрентесси. Çитес вăхăтра ӑслӑ вӗллене Денис Лобастовăн утарне лартĕç: “Çулла ачасемпе, вӗсен ашшӗ – амӑшӗсемпе пӗрле пухӑнса, приложенири кнопкӑна пусса пӗрремӗш пыл илетпӗр“, – каласа парать фермер. Вӗлле туса программӑпа тивӗҫтернисӗр пуҫне шкул ачисем биологи вăрттăнлăхĕсемпе те çывăхрах паллашĕç: пыл хурчӗсем валли мӗнле температура условийӗсем кирлине, вӗсене хӑҫан ҫитермеллине вӗренĕç. Ҫавӑн пекех шкулта финанс пĕлĕвĕн урокӗсем иртеҫҫӗ, унта ачасем ҫакӑн пек вӗллесемпе усӑ курмалли бизнес-план тăваҫҫӗ. Ӑслӑ вӗлле туса хурас вӗренӳ программине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай шкул ачисем малалла та ял хуҫалӑхӗпе çывăхрах паллашĕç. Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн студенчĕсем вĕлле тăвакан проекта хутшăнакансене малашне пулăшса тăрĕç. Пыл сăпасĕнче çамрăксем пĕрремĕш пыла пухса илме палăртнă.
Back to Top