Инвестици проекчĕсемпе тухăçлă усă курмалла

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев паян республика ертӳлĕхĕн ларăвĕнче инвестици проекчĕсемпе усă курмалли йĕрке улшăнни, вĕсен калăпăшĕ пысăкланни çинчен каларĕ. Çакна çирĕплетсе Раççей правительствин пуçлăхĕ Михаил Мишустин хушу кăларнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе тата тухăçлăрах ĕçлеме тĕллев лартмалла, терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Укçа-тенкĕпе ял хуçалăх, çурт-йĕр строительстви, туризм тытăмĕсене аталантарма усă курма пулать.
Back to Top