Ĕмĕт пурнăçланчĕ

Чăваш Енре «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци малалла пырать. Республика ертӳçи Олег Николаев виçĕ ача кăмăлне тултарчĕ. Ун тĕслĕхне шута илсе влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, тĕрлĕ предприяти ертӳçисем те акцие хутшăнчĕç. Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков та икĕ ачан ĕмĕтне пурнăçларĕ. 10 çулти Матвей Никитин Шупашкарти 23-мĕш шкулта 3-мĕш классра ăс пухать. Амăшĕн сăмахĕпе «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренет, математика енне туртăннине палăртать. Планшет вĕренӳре пĕлтерĕшлĕ тет Матвей. Çемье сахал тупăшлă пулнипе кирлĕ хатĕре туянма ансат мар. Матвей Хĕл Мучи патне çырнă. Асамçă вырăнне Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков пулчĕ. Матвейăн аслă пиччĕшĕ тата икĕ кĕçĕн йăмăкĕ пур. Михаил Геннадьевич вĕсене те çĕнĕ çулпа саламларĕ, пылак кучченеç парнелерĕ. Виçĕ çулхи Илья Виссаровăн ĕмĕчĕ те пурнăçланчĕ темелле. Вăл вылямали чукун çул çинчен ĕмĕтленнĕ. Анчах та савăнăçлă уява Илья çитеймерĕ, вăл чирленĕ. «Парнене паян-ыранах Илья патне çитеретпĕр, сывалтăр кăна», – терĕ Михаил Геннадь
Back to Top