ИРИНА САРИГЕЛЬ. ШУРӐ ЮР ВИТЕТ ҪУЛНА ШУР ЭРЕШПЕ. Слова Альбины Юрату, музыка Ирины Саригель

Дорогие мои друзья!!! И снова ПРЕМЬЕРА новой авторской песни на слова замечательного и с удивительно богатой душой человека, прекрасной и талантливой поэтессы Альбины Юрату . Получилась очень нежная песня, душа моя летает от этих чувств, словно легкая и белая снежинка. Это первый совместный наш с Альбиночкой проект и , надеюсь, не последний. Впереди вас ждет еще много нового и интересного!!!. Хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сире валли ҫӗнӗ юрӑн ПРЕМЬЕРИ❗❗❗ Йышӑнсамӑр 🙂💞🌹💓 ТЕКСТ ПЕСНИ: ШУРӐ ЮР ВИТЕТ ҪУЛНА ШУР ЭРЕШПЕ (Белый снег укрывает твою дорогу белым узором). Сӑввине Альбина Юрату, кӗввине Ирина Саригель ҫырнӑ. 1. Кантăк леш енче юр пĕрчисем вĕçеççĕ, Çаврăнаççĕ шурă лĕпĕшсем пекех. Эс утас çула шурă чĕнтĕрпе витеççĕ, Тинкеретĕп кантăкран ĕмĕтленсех… …Шурă юр пĕрчийĕн тÿпере вĕçесчĕ, Пит хуллен ларасчĕ куç харши çине. Сан туту çине ман ăнсăртран ÿкесчĕ, Пĕл, туяс килет тутун хĕм-кăварне. 2. Чуптăвас килет сана пĕр вăтанмасăр, Тутанса ачаш тутун таса пылне. Тÿпере ик юр пĕрчин вĕçесчĕ сассăр, Санпала ташласчĕ шурă юрăн ташшине. Хÿхĕм юр пĕрчийĕн сан хĕвне кĕресчĕ, Çут тумламăн ирĕлесчĕ ерипен. Сан хĕрÿ чĕрÿ çумнех шуса çитесчĕ, Вăй илесчĕ сан чĕрÿйĕн таппинчен. Хушса юрламалли: Манăн пурнăç пит кичем, савниçĕм, сансăр, Тулнă ман чĕрем çут тунсăх юррипе. Кантăк леш енче çăвать юр чарăнмасăр, Юр пĕрчи витет çулна шур эрешпе… НАПИСАЛА . ПРИЯТНОГО ПРОСМОТРА И ПРОСЛУШИВАНИЯ!!!
Back to Top