«Омикрон» хăратать

Кăшăллă вирус алхасма чарăнмасть-ха. Чăваш Енре çак амакпа талăкра 54 çын чирленĕ, 31 çын сывалнă. 14 çын пурнăçне çăлса хăварайман. Çĕршывра ПЦР-тестăн обществăлла вырăнсемпе мероприятисене кĕмелли вăхăтне 72-рен 48 сехете чакарнă. Çакăн сăлтавĕ – ковидăн çĕнĕ «Омикрон» штамĕ. Кăшăллă вирусăн çĕнĕ енĕ хăвăрт ерет. Раççейре 700-е яхăн çын «Омикрон» штамне çаклатнă. Усал амак 13 регионра пур. Хальлĕхе вăл пирĕн республикăна çитмен-ха. Апла пулин те сыватмăшсемпе медицина ĕçченĕсем усалпа кĕрешме тĕплĕн хатĕрленеççĕ. «Омикронăн» тĕп чир уйрăмлăхĕсем: пуç тата пыр ыратать, ӳслĕк, сунас, вăй çукки палăрать. Вăл пысăк хăрушлăх кăларса тăратать: питĕ хăвăрт сарăлать, чирлекен пĕр вăхăтрах 100 çынна çак амака ертме пултарать. ТАТЬЯНА ФЕДОТОВА: «Прививка тунисем çăмăлтарах чирлеççĕ. Çавăнпа прививка тумалла, паллах. Мускаври тухтăрсем каланă тăрăх, çăмăлтарах чирлеççĕ. Европăри данныйсемпе те çăмăлтарах чирлеççĕ, анчах килсессĕн эпир те куратпăр ĕнтĕ. Калама пултараймастăп халь мĕнле пулать пирĕн патра, çавăнпа та пр
Back to Top