Урнă чиртен сыхланмалла

Шупашкарти патшалăх ветеринари службинче ĕçлекенсем чĕр чунсене тĕрлĕ чир-чĕртен тĕрĕслесех тăраççĕ. Вĕсем кăçал 2 тилĕпе 2 кушакра уртаракан чире палăртнă. Çынсен тата чĕр чунсен сывлăхне упрас тесе республикăри чир-чĕрпе кĕрешекенсен станци тĕп хулари районсене вакцинаци тума тухрĕ. Кăçал ăна пĕрремĕш хут йĕркелерĕç.
Back to Top