Асăрхануллă пуласчĕ

Чăваш Енре шыва кĕмелли тапхăр мĕнле иртнине пĕтĕмлетрĕç. Шел пулин те, 30 ытла çын путса вилнĕ, вĕсен йышĕнче ачасем те пур. Ытларахăшĕ шыва кĕме юраман вырăнта пурнăçран уйрăлнă е тата инкек-синкек эрех-сăра ĕçнипе пулнă. Шыв объекчĕсене хĕллехи тапхăра хатĕрлесси те тĕп ыйтусенчен пĕри. Çак тата ытти ыйтăва синкерлĕ лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче тĕплĕн сӳтсе яврĕç. Хĕллехи вăхăтра пулă тытма кăмăллакансене хăрушсăрлăх службинче тăрăшакансем асăрхаттараççĕ. Киленĕç инкек патне те илсе çитерме пултарать. Çанталăк пĕрмай улшăнса тăнăран пĕр хытсах çитеймен-ха. Çăлав службисем пулăçсене асăрхаттарса час-часах профилактика ĕçĕсем йĕркелеççĕ, хăшне-пĕрне вара штрафлаççĕ те. Пулă тытма юратакансем кăна мар, пăр çинче ярăнма юратакан ачасем те, çула кĕскетсе пăрпа каçакансем те инкек курма пултараççĕ. Çавăнпа та муниципалитет пуçлăхĕсен профилактика ĕçĕ ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв объекчĕсен çывăхĕнче асăрхаттаракан паллăсем вырнаçтармалла. Вĕрентӳ учреждений
Back to Top