Ылтăн пĕрчĕ пӳлмене кĕрет

Хирсенче ытларах та ытларах комбайн курăнма пуçларĕ. Чăваш Енре Улатăр, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк тăрăхĕсенче вырма пуçланнă. Хальлĕхе 950 ытла гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, 330 ытла гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. Пин тонна «ылтăн пĕрчĕ» – пӳлмере. Каçал тăрăхĕнчи хуçалăхри ĕç-хĕлпе Алина Сусметова журналистпа Бахтияр Велиев оператор паллашрĕç. Пучахсем тулли, пиçсе çитнĕ. Çак комбайнсен ĕçе кӳлĕнмеллине систерет. Пĕрин хыççăн тепри хăватлă техника хирелле каять. «Дружба» хуçалăхра хĕрӳ тапхăр. – Ремис Мансурович, уйра машин-трактор сасси кĕрлеме пуçларĕ. Эсир Комсомольски тăрăхĕнче чи малтан вырмана тухакансем пултăр. Хăçан тухрăр-ха? РЕМИС МАНСУРОВ: «Эпир вырмана июлĕн 16-мĕшĕнче тухрăмăр. Комбайнсене тĕрĕсленĕ, тырă пахалăхне анализ сдавать тунă хыççăн пăхрăмăр – вырма пулать. Паян эпир массово тухрăмăр. Пирĕн мĕн пур плошадь – 750 гектар, 400 гектар – тыр-пул, 100 гектар – рапс, 70 гектар – çĕр улми, юлашки – нумай ӳсекен курăксем». Хуçалăхра водитель-комбайнерсем çителĕклĕ. Çамрăксем ялтах юлаççĕ. Йăхран йăха çак ĕç куçса пырать. АЛЕКСАНДР КОНСТАНТИНОВ: «Чун туртнипе çак механизатор ĕçне суйласа илтĕм. Пирĕн асатте те комбайнер пулнă, атте те комбайнер пулса ĕçленĕ. Мана пĕчĕкренех илсе çӳрерĕç, хăнăхтарчĕç пуль. Чун та туртрĕ пуль. Çак хĕрӳ вăхăтра ирех ĕçре. Комбайнсене пăхса тăратпăр, çанталăка кура, тепĕр чухне çĕрлеччен, çĕрĕпе те ĕçлетпĕр. Çакăн пек ĕнтĕ, кашни минут хаклă». Александр Алексеевич пекех, Алексей Павлов комбайнер та ачаранах руль умĕнче. Алексей Станиславовичăн ашшĕ «хир карапĕ» çинче малтан асламăшĕпе, кайран мăшăрĕпе тăрăшнă. Ик ывăлне те çак çулпах янă. Комбайнерсене иккĕшне те пĕлтĕр юпа уйăхĕнче çĕнĕ техника шанса панă. АЛЕКСЕЙ ПАВЛОВ: «Ытла йывăрлăхĕ çук. Куç хăрать те ал тăвать. Уйрăмлăхĕ пур унчченхи техникăпа танлаштарсан. Компьютерĕ пур, кăтартса пырать. Мĕн ĕçлеменнине калать, тухса юсатăн та маллалла каятăн. Компьютерне мана килсе вĕрентмен, хам тĕллĕн пăхса вĕренетĕп». Кĕрхи тулă 40 гектар йышăнать. Комбайнерсем ку хирте çак кунах ĕçе вĕçлеме палăртаççĕ. 100 тонна ытла пухса илнĕ те. Ылтăн пĕрчĕ кăçал пӳлмене сахалтарах кĕнине палăртаççĕ ĕçченсем. АЙРАТ ГАНЕЕВ: «Кăçал ĕçлеме пуçларăм кăна та, пĕлтĕр кунне 20 рейс туни пур. Прицеппа çӳретĕп. Иккĕшне 25-26 тонна вырнаçать. Ĕçлеме питĕ килĕшет çĕр çинче, питĕ кăмăллă». Пучахсем тулли, анчах типпе юлнă пĕрчĕсем нумайрах. Сăлтавĕ – тулă вăй илнĕ вăхăтра çумăр çуманни. Кăçал тăрăхĕнче çак енпех синкерлĕ лару-тăру йĕрки йышăннă. АЛЕКСАНДР ОСИПОВ: «Шăрăх çанталăк тăнипе нумай хуçалăх шар курать. Паян куна пĕр 10 ытла хуçалăхăн лару-тăру питĕ йывăр тесе калатăп. Кунта пăхсассăн та питĕ сарлака çурăлнă. Тухăç илмелли, паллах, чакать, пĕлтĕрхипе танлаштарсан. Укçа енчен шутлама йывăртарах, паян куна специалистсене поручени патăм. Тĕплĕн каласа параççĕ мĕн чухлĕ тăкак пулнине». Вырма пуçланчĕ ĕнтĕ, çĕр ĕçченĕсем каçалăк хыççăн каçалăка парăнтарса пыраççĕ. Комсомольски тăрăхĕнче 15 000 ытла гектар çинче пĕрчĕлле тата пăрçа йышши культурăсене пухса илмелле.
Back to Top