Суйлав саккуна пăхăнса иртнĕ

Пĕрлехи сасăлав кунĕ республикăра уçăмлă та йĕркене пăхăнса иртнĕ. Чăваш Енре 19 муниципалитетра депутатсене суйларĕç. Çавăн пекех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере тата Красноармейски муниципалитет округĕнче депутатсен хушма суйлавĕ пулнă. Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пурăнакансен 49,8 проценчĕ суйлав участокĕсене пырса хăйсен шухăшне палăртнă. Республикăра 780 суйлав участокĕ ир-ирех уçăлнă. Конвертсенче авăн уйăхĕн 11-мĕшĕччен маларах сасăланисен бюллетенĕсем. Урнăсене пломба лартнă, унтан тин бюллетеньсене яраççĕ. ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВ: «Суйлав кăçал лайăх кăмăлпа иртсе кайрĕ. Суйлавăн результачĕсем саккунпа килĕшӳллĕн. Çав
Back to Top