80 çул каялла утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Курск тӑрӑхӗнче хӗрӳ ҫапӑҫусем пуҫланнӑ. 50 кун та 50 çĕр йывăр тапхăр пулнă. Нимĕçсем хăйсен 50 дивизине Курск патне куçарнă. Фронтăн тĕп лапамĕнче Хĕрлĕ Арми вăйне çапса аркатма палăртнă вĕсем. Совет фронтовикĕсен хастарлăхне пула Вермахт планĕ пурнăçланайман. Çак кун çулсерен Курск облаçĕнче çĕр-çĕр çурта сутаççĕ. Кунти çапăçусене асра тытнине, пуç хунисене хисепленине çапла палăртаççĕ. Чăваш Енрен те Курскри çапăçусене нумаййăн хутшăннă. Паян вĕсенчен çиччĕшĕ çеç пурăнать.
Орел тата Белгород районĕсенчен утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче тăшман тапăнса кĕме пуçланă. Эрнерен Прохоровск уйĕнче историре асра юлмалли танк çапăçăвĕ иртет. Ик енчен пин ытла техника – тытăçура. Çак кун шăпана татса парать те. Кун хыççăн совет çарĕсен контрнаступленийĕ пуçланать. Пĕтĕмпе Курскри çапăçусене 2 миллион çын хутшăннă. 6 000 танк, 4 000 самолет çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çурла уйахĕн 23-мĕшĕнче кунта çапăçусем вĕçленнĕ. Чăваш Енрен те Курскри çапăçăва хутшăнакансем пулнă. Вĕсенчен пĕри – Етĕрне хулинче пурăнакан Иван Ермолаев. Вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче каялла чакма тивнишĕн Иван Васильевич халĕ те пăшăрханать. Курск пĕккинчи çапăçусенче тăшмана аркатни – çĕнтерес шанăçа вăйлатнă. Артиллерист вăл вăхăта паянхи пекех астăвать.
ИВАН ЕРМОЛАЕВ: «Вăрман, кунта уй. Çавăнта тăшман килет халь пирĕн çине. Вĕсем тавăрасшăн пулнă. Эпир пушкăсене чавсах лартнă». Украина, Польша, Чехословаки çĕршывĕсене ирĕке кăларма хутшăннă. Çĕнтерĕве Германи çĕрĕ çинчи Хемниц хули çывăхĕнче кĕтсе илнĕ.