Ҫыравҫӑсем Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ

Чӑвашсен кӑвар чӗреллӗ поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 99 ҫул ҫитрӗ. Ҫавах та, халӑх асӗнче вӑл вилӗмсӗр. Аслӑ сӑвӑҫа вӑл ҫуралса ӳснӗ Канаш тӑрӑхӗнче те, Шупашкарпа Украинӑра та асӑнчӗҫ.
Back to Top