Валдай кимĕ çула тухнă

Атăл тăрăх шыв айĕнчи çунатсемпе çӳрекен карапсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Шупашкартан Хусана çӳреме пуçланă. 70-мĕш çулсен вĕçĕнче Самар, Жигулевск, Чулхула хулисене халăха турттарнă. Унтан юхан шыв çул çӳревĕсем хупăннă, халĕ вара вĕсем çĕнĕрен вăй илсе пыраççĕ.
Back to Top