Республикăри кашни районта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕсен паттăрлăхне халалланă музейсем пур. Вĕсен пĕлтерĕшĕ çулсерен ÿссе пырать. Кунта хамăр ентешсен пурнăçĕпе, вĕсен паттăр ĕçне пĕлме пулать. Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейре районти паттăрсемпе паллаштарчĕç.