Халӑха юрӑхлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх
Галина Изратова ӳнерҫӗ, педагог пиртен уйрӑлса кайнӑранпа 7 ҫул иртрӗ, анчах унӑн еткерне упракансем маҫтӑрӑн ӗҫӗсене манӑҫа тухма памаҫҫӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче “Чувашская быль Галины Изратовой“ альбом пичетленсе тухрӗ. Ӑна Елчӗкри тӗп библиотекӑра пахаларӗҫ.