Вӗсемшӗн кунти кашни кун — уяв

Лагерьсенче пӗрремӗш смена малалла пырать. Йӗркелӳҫӗсем ачасен канӑвне усӑллӑ та нумайлӑха асра юлмалла йӗркелес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, “Бригантина“ лагерьте “Вӑйлӑ Раҫҫей“ спорт фестивалӗ иртрӗ. Унта хальхи вӑхӑтра Бердянскран килнӗ ачасем те сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсемпе Республка Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ.
Back to Top