Япăх куракансем валли çĕнĕ кĕнеке кăларнă

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене кашни çыннăн пĕлмелле. Çав шутра сывлăх енчен хавшакраххисен те. Япăх куракансене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре «Хăрушсăрлăх çĕршывне çул çӳрени» ятпа çĕнĕ кĕнеке кăларчĕç. Ăна Лев Толстой ячĕллĕ республикăри ятарлă вулавăшра пахаларĕç. Кĕнеке авторĕ – Раççейри синкерлĕ лару-тăру министерствин тĕп управленийĕн пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн аслă инспекторĕ Сергей Аршинов. Çак ырă пуçарăва йĕркелес шухăш унăн Чăваш Ен наци радиовĕнче çуралнă. Шăпах унта вăл «Хăрушсăрлăх çĕршывне çул çӳрени» кăларăма ертсе пыма хутшăнать. Радио хумĕсем урлă ачасем Сергей Вячеславовичăн сăввисене те тăтăшах илтеççĕ. Хăрушсăрлăх çинчен рифмăласа ăнлантарнине халĕ Чăваш Ен наци радиовĕнче çеç мар, ятарлă кĕнекере те вулама пулать. Ăна Брайль шрифчĕпе çырса хатĕрленĕ. Çавăн пекех кĕнекене аудио мелпе те итлеме пулать. Çĕнĕлĕхе пĕрремĕш хак паракансен йышĕнче республикăри куç курман тата япăх куракан ачасен интернат-шкулĕнче вĕренекенсем тата Шупашкарти 28-мĕш шкулта пĕлӳ илекенсем пулчĕç. Кĕнеке кăларнине вĕсем пысăк парне евĕрех йышăнчĕç. Çывăх вăхăтра «Хăрушсăрлăх çĕршывне çул çӳрени» кĕнекене куç курманнисен тĕрлĕ пĕрлешĕвне тата вулавăшне çитерĕç.
Back to Top