Япăхрах кăтартуллă шкулсем

Япăхрах вĕрентӳ кăтартăвĕллĕ шкулсем. 2021-мĕш çулта çĕршывĕпе çакнашкаллисене 9 000 ытла шута илнĕ, вĕсенчен 108-шĕ – Чăваш Енре. Шупашкар хулинче ку йыша 9 пĕлӳ çурчĕ кĕнĕ. Кăçал вĕсен йышĕ чакнă. Юлашки çулсенче экзамен кăтартăвĕсем япăх пулнă. Шкулăн социаллă хăтлăхĕн индексĕ те пĕчĕкрех. Çак шкулсене кĕртнĕ те япăх кăтартуллисен йышне. Вĕсене палăртнă чухне хула ертӳлĕхĕ вĕсемпе менле ĕçлемеллине те шута илнĕ. Асăннă 9 шкултан 6-шĕ «500 тата ытларах» федераци проектне хутшăннă. Кĕске вăхăтра вĕсенче пулăшса пыракансен центрĕ уçăлнă. Палăртнă шкулсенчи вĕрентекенсем вара математикăпа, вырăс чĕлхипе тата ытти предметпа ирттерне семинарсене хутшăннă. Паллах, кадр ывйтăвне те мала кăларнă. 300 ытла педагог квалификацие ӳстернĕ. Проектпа килешӳллĕн ку шкулсенче уçă уроксем те нумай ирттернĕ. «Шкулти шăмат кун» проект вара патшалăх пĕрлĕх тата тĕп экзаменсене онлайн майпа хатĕрленме май парать. Ĕçленин çимĕçĕ те пур. Япăх кăтартуллă шкулсен йышне лекнĕ пĕлӳ çуртĕнче вĕренекен 4 ача патшалăх пĕрлĕх экзаменĕнче
Back to Top