Тури Тимĕрчкассисем Питрав уявне ирттерчĕç...

Чиркÿ Халăх уявĕ çумне чееленсе хăйĕн уявне хушă.Питрав кунӗнчи каҫран ҫамрӑксем вӑйӑ лапамне, сӑртне, улӑхне тухса карталанса юрласа шыва йывӑҫ туратне /авал — пӗлтӗрхи йӗрӗх хуллин тураттисене/ пӑрахса ҫурхи вӑхӑтран уйрӑлнине, ҫу вӑхӑтне куҫнине палӑртнӑ. Хӑш ҫӗрте ҫамрӑксем /хӗрсем/ Питрав кун хӗвел тухичченех ҫаран ҫинче, вӑйӑ вырӑнӗнче юрланӑ, апатланнӑ. Ҫамрӑксем /каччӑсем/ кӗрешмелле вылянӑ. Ирхине вырӑнти шывра шыва кӗрсе киле таврӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра хӗр-упраҫ хӗр аки-сухине ирттерни те паллӑ. Ӑна пӗр майлӑ ҫӗр амалантӑр, тепӗр майпа ял ҫине мур ан ӳктӗр тесе ирттернӗ. Килте, ҫемьере Питрав умӗнхи каҫра мунча хутса кӗнӗ. Питрав кунӗнче така пуснӑ. /Така пуҫне хӗвел тухӑҫ еннелле тытнӑ. Апатра ӑна кил хуҫине панӑ/. Каҫ еннелле тӑвансем ашшӗ /аслашшӑ-кукашшӗ/ килне пуҫтарӑннӑ, Питрава уявланӑ.
Back to Top