Чӑваш музыкин фестивалӗ

Нарӑс уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртет. Çак уяв чӑваш кӗвви-ҫеммине чунтан юратакансене, пурне те пӗрле пухать. Уявра тěрлě спектакль, концерт пулать. Фестиваль Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫӑлӗ. Паян артистсем хĕрсех хатĕрленеççĕ. ВАСИЛИЙ НИКОЛАЕВ: «2-мĕш числора «Шывармань» опера пулать. Эпĕ унта Палля рольне выялятăп. 3-мĕш числара «Сарпике» балет пулать. Федор Васильев çырнă музыкăпа. 5-мĕшĕнче – Григорий Хирбю çырнă «Нарспи» опера. Эпĕ унта Сетнер рольне вылятăп. Пурне те килсе курма сĕнетĕп». Надежда Степанова та «Шывармань» тата «Нарспи» оперăсенче тĕп сăнарсене калăплать. НАДЕЖДА СТЕПАНОВА: «Ку сăнарсене уйрăмах ăшра калапламалла, ăшран, чун витĕр кăлармалла. Вĕсем мĕн шухăшлани, хăйсен саманчĕсенче менле шухăшланисем, куракан патне мĕнле илсе çитермеллисене пĕтемпех шухăшласа маларах хатĕрленсе çитмелле. Вара сăнар калăплăрах пулать». Фестиваль нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Гала-концертпа вĕçленет
Back to Top