Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» романĕн чӑваш литератунчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» романӗн чӑваш литературинчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ» онлайн-лекци иртет. Калаҫакансем: филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин аслӑ библиотекарӗ Татьяна Семенова.
Итлекенсем чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн (Николай Филиппович Ильбековӑн) пултарулӑх ҫул-йӗрӗпе тата «Хура ҫӑкӑр» романӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллашӗҫ, хайлавӑн чӑваш литературинчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен ытларах пӗлӗҫ.
Онлайн-лекци 14 сехетре конференц-залра (214 каб.) пуҫланать.