Муркашсем те маттур Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче!

Республикăмăрти районсемпе округсенче акатуйсем (авалтан пыракан “сухапуçпе çĕр туйĕ“) кĕрлесе иртрĕç. Паян вара Республика кунĕнче Шупашкарта “Амазони“ паркĕнче Раççейри пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ хăй кивелменнине палăртрĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионсенчи чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăра тупăшрĕç. Уява ЧР Пуçлăхĕ О.А.Николаев, Патшалăх Думин депутачĕ А.Г.Аксаков, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Л.И.Черкесов, ЧНК Президенчĕ В.Л.Клементьев хутшăнчĕç.
Back to Top