Ӗмӗрлӗх асра юлмалли программа
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне никӗсленӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитрӗ. Сумлӑ пулӑма халалласа “Ҫул хыҫҫӑн ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр“ концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна лартма Республика Пуҫлӑхӗн 5 миллион тенкӗлӗх гранчӗпе усӑ курнӑ. Премьера юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулать. Хальлӗхе хӗрсех репетицисем пыраҫҫӗ.