Пысăк экранпа – тӳлевсĕр кино

Пысăк экранпа – тӳлевсĕр кино. Юпа уйăхĕн 19-26-мĕшĕсенче нумай вĕренекен кĕске метрлă фильм курса киленчĕ. Ăна Тюмень хулинче ирттернĕ «Ноль Плюс» фестивальпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Ырă пуçарăва Чăваш Енри цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе пĕрле Чăваш Ен наци телевиденийĕ те хапăл туса йышăнчĕ. Çавна май 4 кун тĕрлĕ фильм кăтартрĕç. Юнкун Шупашкарти 47-мĕш шкулти ачасене кино тĕнчине илсе çитерчĕç. 4-мĕш класра вĕренекенсем залра шыв сыпнăн лараççĕ. Экран çинче «Всего-то навсего» кĕске метрлă фильм. Ача çуртĕнче пурăннă Петĕрпе Аня çемье ăшшине туйса курайман. Вĕсем асламăшне шырама тухса каяççĕ. Хӳтлĕхсĕр юлнă ачасем юнп
Back to Top