Иккӗленӳллӗ хыпара малалла сарасран сыхланмалла
Ҫӗршывра президент суйлавӗ ҫывхарать. Пуласлӑха палӑртакан пӗлтерӗшлӗ пулӑм кашни сасӑлакана яваплӑ тата тимлӗ пулма ыйтать. Ҫак тӗллевпех Раҫҫейри “Знание“ пӗрлешӳ тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекенсемпе ятарлӑ тӗлпулусем йӗркелет. Лекци вулакансенчен пӗри - Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров.