Сӗнтӗрвӑрринче Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫил-тӑвӑл ишсе антарнӑ ҫурт тӑррине юсанӑ

Ку ӗҫе кӗске хушӑра тума пултарнӑ: 3 уйӑх та иртмен. Малтанласа ҫивиттине ҫуркунне - юр ирӗлсе пӗтсен йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Юсава ҫийӗнчех тумасан ҫӳлти хутри хваттерсем шыв аннипе шар курассине пурте ӑнланнӑ. 
Back to Top