Хӑйӗн иксӗлми пултарулӑхӗпе паян кун та куракансене савӑнтарать

РСФСР тата Чӑваш халӑх артисчӗ Нина Григорьева 85-мӗш ҫуралнӑ кунне тӑван театрӗн сцени ҫине “Анне“ постановкӑри тӗп сӑнарпа тухса кӗтсе илчӗ. Нина Ильинична 62 ҫул ытла чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн ӗҫлесе хӑйӗн иксӗлми пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарать. Ҫак хушӑра вӑл 100 ытла роль калӑпланӑ.
Back to Top