Хӗвеллӗ пурнӑҫ юрӑҫи

Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет. Ҫак пулӑма халалласа иртекен ӗҫсен йӗркине патшалӑх шайӗнче тимлеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗ те айккинче юлмасть. Ун ҫумӗнче йӗркеленӗ ҫамрӑксен “Хастар“ пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе Трак тӑрӑхӗнче Ҫеҫпӗл кунӗ иртрӗ.
Back to Top