Мухтавлă ентешсемпе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022-мĕш çул Чăваш Енре паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май Чăваш Республикин Наци библиотеки «Мухтавлă ентешсемпе пĕрле 365 кун» проект хатĕрленĕ. Ырă пуçару кашни кунах чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисемпе паллаштарать. Вĕсен хушшинче ӳнерçĕсем, спортсменсем, актерсем, çыравçăсем, республикăн малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти паллă ентешĕмĕр те пур. «Мухтавлă ентешсемпе пĕрле 365 кун» проект вăл ятарлă сайт. Унта республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă ентешĕмĕрсемпе ун тулашĕнчи хастарсене те кĕртнĕ. ГАЛИНА БЫКОВА: «Меллĕ усă курмашкăн эпир вĕсене рубрикăсене уйăрса патăмăр. Кунта тĕрлĕ социаллă тата тĕрлĕ производство сферисенче ĕçлекенсемпе паллашма май пур. Унсăр пуçне çак паллă çынсене эпир районсемпе хуласем тăрăх та уйăрса патăмăр тата ятарлă раздел вăл персона дня ятлă. Кунта вара кашни кун улшăнса пыракан информаци. Паян кĕрсе вуласан паян çуралнă çынсене вуласа пĕлме пулать». Сайтра кашни мухтавлă ентешĕмĕр пирки тĕплĕ çырса кăтартнă. Вăл ăçта çуралнă,
Back to Top