Ырăлăх центрĕ уçăлчĕ

«Ырăлăх центрĕ». «Добро.Центр». Общество аталанăвĕн тĕп вырăнĕ тесе калаççĕ çак кунсенче Шупашкарта вырнаçнă çĕнĕ лапам çинчен. Ырă кăмăллăх пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртеççĕ кунта. Кашнин волонтер пулма май пур. Юлашки çулсенче вĕсен йышĕ Чăваш Енре 68 пин çынран та ытларах шутланать. Пĕлтĕр кун пек проект пĕрремĕш хут уçăлнăччĕ, кăçал иккĕмĕш. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ку паха опыта малалла сармалли çинчен каларĕ.
Back to Top