Гладков урамĕнче яка çул

Хальхи вăхăтра çулсене юсас, çĕнетес ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Унта е кунта çул çинче трактор-машина, çулйĕрçĕсем ĕçленине курма пулать. Яка та тикĕс çул пурне те кирлĕ. Регионта çакна тĕпе хураççĕ те. Çулсем çинчи шăтăк-путăка саплаççĕ, ытла вăйлă арканнă лаптăксене çĕнĕрен асфальт сараççĕ. «Дорэкс» пĕрлешӳ Шупашкарти Федор Гладков урамĕнчи ĕçсене вĕçлет. Вăл «Хӑрушсӑр тата паха çулсем» наци проекчӗн шайӗнче пурнăçанать. Çак кунсенче çĕнĕ асфальт çулпа «тимĕр ут» чупа пуçлĕ. Кунти лаптăк пĕтĕмпех асфальтпа витĕнсе тикĕсленнĕ, тротуарсем çĕнелнĕ, çул айккисен пахалăхне те лайăхлатнă, лакăмсене хупланă. «Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ çулсем» наци проектне пурнăçлама Чăваш Республикинче 1 миллиард тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Ку наци проект шайĕнче «Дорэкс» пĕрлешӳ пахалăхлă çулпа тивĕçтерекен виççĕмĕш объект. Çул-йĕрçĕсем объекта вăхăтра вĕçлес тесе, водительсене чăрмав кӳрес мар тесе ĕç сехечĕсене ӳстерсе тар тăкрĕç. Ĕç пахалăхĕнче иккĕленмеççĕ ку çула юсакансем, объекта хаклама 5 çул гаранти параççĕ. Çĕнĕ объекта пурнăçланă май Гладков урамĕ çĕнелсе улшăнчĕ. Малашне çатма пек яка та тикĕс çулпа машинăсем шăхăрса çеç иртсе çӳрĕç.
Back to Top