Çеçпĕл Мишши ячĕ вилĕмсĕр

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Чăваш Енре те, республика тулашĕнче те тĕрлĕ мероприяти иртет. Шупашкарти Çеçпĕл ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче те поэтăмăра асăнса сумлă уяв йĕркелерĕç. Унта паллă поэт-çыравçăсемпе общество деятелĕсем, Çеçпĕл Мишши тăванĕсемпе унăн пултарулăхне кăмăллакансем пухăнчĕç.
Back to Top