Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси малалла пырать. Çитес вăхăтра Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам салинче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕн строительстви вĕçленĕ. Вăл икĕ пине яхăн çынна йышăнĕ. Шăнкăртамри çĕнĕ микрорайонта 6 000 яхăн çын пурăнать. Ял çыннисем медицина пулăшăвĕ илме Патăрьел районĕн тĕп больницине çӳреççĕ. Ку, паллах, меллех мар. Раштав уйăхĕнче Шăнкăртам салине тинех ырлăх çитет. Кунта çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕн строительстви вĕçленет. НИКОЛАЙ ТИНЮКОВ: «Паянхи куна 90 процент ĕçсем туса пĕтернĕ тесен те юрать. Тул енчи ĕçсене пĕтернĕ. Паян шалта отделка ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта пĕтĕм условисене паянхи требованисене пăхăнса, ăшă, пĕтĕм условисем пур, çутă. Пĕтĕм кабинетсенче оборудовани çĕнĕ. Çавăнпа та ку ĕнтĕ паянхи медицина пулăшăвне çынсене тата çывăхрах çитересси». Амбулаторире пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, педиатр, гинеколог йышăнĕ. Унсăр пуçне кунта ирхи стационар, процедура, ЭКГ-па вакцинаци пӳлĕмĕ те пулĕ. Мĕн пур ĕçе тума 20 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Кăçал Патăрьел районĕнче 5
1 view
120
23
1 year ago 00:02:58 1
Фонд филиалĕ уçăлчĕ
2 years ago 00:01:51 1
Щит евĕрлĕ пар чирĕсем çинчен
3 years ago 00:02:15 1
Дистант мелĕпе тухтăрсем йышăнаççĕ
3 years ago 00:04:02 1
«Тавах сире, тухтăрсем»
3 years ago 00:01:16 1
Шăнкăртамра тухтăр амбулаторийĕ уçăлмалла
7 years ago 00:03:11 1
Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çемьесен республикăри 4-мĕш фестивалĕ иртрĕ